Тайма пуҫӑм сана, тӑван чӗлхем.

Тайма пуҫӑм сана, тӑван чӗлхем.

Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Чӑваш чӗлхи чӑвашсемшӗн-тӑван чӗлхе. Вӑл юратнӑ атте-анне, тӑван халӑх чӗлхи. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ"Чи хитре чӗлхе"ятлӑ уява пухӑнчӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, илемлӗ ташӑсем ташларӗҫ, сӑвӑсене те янӑравлӑн шӑрантарчӗҫ. Уявра хӑнасем те пулчӗҫ: Патӑрьел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Туслӑх" фольклор ушкӑнӗ( ертӳҫи Яковлева Лиана Александровна), Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Петрович Ишентей. Вӑл чӑваш чӗлхине халалланӑ ҫӗнӗ сӑвва вуласа пачӗ, кӗнекесем ҫырас ӗҫри ҫитӗнӳсемпе паллаштарчӗ."Чӑваш чӗлхи тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ",- ҫапла вӗҫлерӗ сӑмахне ҫыравҫӑ. Пирӗн шкулта таджик ачисем те йышлӑ вӗренеҫҫӗ, вӗсем те чӑвашла ташлас- юрлас ӗҫрен аякра пӑрӑнса юлмарӗҫ. Пурте туслӑ пулсан кирек мӗнле ӗҫе те пурнӑҫлама ҫӑмӑл! "Ай, сывӑ пултӑр ӗмӗр-ӗмӗр чӑваш ҫынни ҫак Ҫӗр ҫинче. Аталанса чӑваш чӗлхийӗ упрантӑр хамӑр йӑхсенче!" Ҫакӑн пек илемлӗ юрӑ йӗркисемпе вӗҫлерӗҫ уява чӑвашсем. Тӑван чӗлхене упрар, ӑна ӳсме пулӑшар. Тайма пуҫӑм сана, тӑван чӗлхем.