Чи пысăк пуянлăх - çемье. 2024-мӗш ҫул Раҫҫейре ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.
Ҫемье...Мӗнле илемлӗ те ӑшӑ сӑмах...Чи хаклă тупра - сывлăх. Чи ăшă вырăн - тăван кил. Чи çутă телей - кашни саманта юратнă çынсемпе пайлани. Ҫемье ӑшшине тытса тӑраканӗ, йӗркелесе пыраканӗ-атте-анне. Атте-анне ҫумра пулсассӑн пире сив хӗл те ӑшшӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен атте-анне-кил ӑшши, чун ӑшши. Манас марччĕ çакна. Ҫемье ҫулталӑкне уҫма Патӑрьел вӑтам шкулӗнче ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем пухӑнчӗҫ. Уявра ачасем юрларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене, И.Я.Яковлев ҫемье ҫинчен каланӑ йӗркесене аса илчӗҫ.Республика шайӗнче иртекен "Ман ҫемье" акцие те нумай ҫемье хутшӑнчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасем тӗрлӗрен презентацисем, фотоколлажсем хатӗрлерӗҫ, уявра ҫак ӗҫсене пурте курса савӑнчӗҫ. Патӑрьел культура ҫумӗнчи "Туслӑх" фольклор ушкӑнӗ, ертӳҫи Яковлева Л.А., уявра пухӑннисене вара атте-анне ҫинчен ҫырнӑ чӑваш юррисемпе савӑнтарчӗ. Атте-анне ҫумра пулсассӑн пире сив хӗл те ӑшшӑн туйӑнать. Пур ача та ҫирӗп те телейлӗ ҫемьесенче ҫитӗнччӗр. Уява пурте пӗрле "Пусть всегда будет солнце" юрӑпа вӗҫлерӗҫ.