Чӑваш халӑхӗн уявӗ-Сурхури.Вӑл пӗр эрне пынӑ.Ҫак уява ачасем пуҫланӑ. Арҫын ачасемпе хӗр ачасем пӗрле пухӑнса сурхури юррисем юрласа ҫӳренӗ. Кил хуҫисем вӗсене йӑвапа,пӑрҫапа хӑналанӑ, кӗрпе,ҫу панӑ.Ачасем хуҫисене, уйрӑмах ҫамрӑк хӗрарӑмсене, пӑрҫапа сапнӑ, ҫапла сӑвӑласа юрланӑ:
Урай тулли путек пултӑр.
Кӗтӗвӗн пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче пултӑр, тепӗр вӗҫӗ-витере.
Патӑрьел культура ҫурчӗн ертӳҫи Яковлева Л.А.шкул ачисем валли Чӑваш елкипе Сурхури уявне ирттерчӗ.Савӑнӑҫлӑ ача-пӑча валли чуна килентермелли туллиех пулчӗ. Хӗл Мучи пылак ҫимӗҫпе сӑйларӗ, Юрпике ачасене тӗрлӗ вӑйӑ выляттарчӗ, Асанне Сурхури уявӗнчи сӑвӑсемпе савӑнтарчӗ, капӑр Чӑрӑш тавра ачасем вырӑсла та, чӑвашла та юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Савӑк кӑмӑлпа тепӗр ҫулччен пӗр-пӗрне ырлӑх-сывлӑх, тату пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ уява пухӑннисем.