Мероприятие посвященное Сурскому и Казанскому оборонительному рубежу

Мероприятие посвященное Сурскому и Казанскому оборонительному рубежу

82 ҫул каялла Чӑваш АССРӗн Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ республикӑра хӳтӗлев чикки тӑвасси ҫинчен калакан постановлени кӑларнӑ. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тума ялсенчи хӗрарӑмсемпе 15-17 ҫулхи ҫамрӑксем тухса кайнӑ. Ачисене пӑрахса хӑварма йывӑр пулнине пӑхмасӑрах, шартлама сивӗрен хӑрамасӑрах пурте шӑннӑ ҫӗре чавма тытӑннӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх килсен кам аякра юлтӑр-ха? Ӗҫ паттӑрлӑхне халӑх асӗнче ӗмӗрлӗх упраса хӑварас тӗллевпе Патӑрьел культура керменӗ ҫумӗнчи ,"Туслӑх" фольклор ушкӑнӗ 'шкул ачисене "Умра- Сӑр чикки, хыҫра -тӑван кил" ятлӑ спектакль кӑтартрӗ. Чуна пырса тивекен самантсенче куҫран куҫҫуль тухрӗ, ӗлӗкхи хурлӑхлӑ юрӑсене ачасем пӗрремӗш хут итлерӗҫ, ҫав вӑхӑтри ҫи-пуҫа та нумайӑшӗ пӗрремӗш хут курчӗҫ. Хӳтӗлев чиккисен историне ачасен те, ҫитӗнисен те манма юрамасть. "Эх, вӑрҫӑ ҫулӗсем, нихҫан асран тухмаҫҫӗ вӗсем",- ҫапла янрарӗҫ юрӑри сӑмахсем.