Чăвашăн Улăпĕ-Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитрĕ. И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе тĕплĕн паллаштарас, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕрентес тĕллевпе шкулта тĕрлĕрен ĕç турăмăр. Иван Яковлев çырнă калавсене ачасем вуласа та, пăхмасăр та каласа пачĕç, ýкерчĕксем турĕç. Библиотекăра кĕнеке выставки те ачасене кăсăклантарчĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара сăвă-юрă янăрарĕ, ачасем вăйă вылярĕç, тăван чĕлхе çинчен каланă сăмахсемпе паллашрĕç, ýкерчĕç, сăрларĕç. Иван Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, aслă вĕрентекенĕмĕр çырса хăварнă халала вĕрентекенсем ачасене каласа пачĕç. Иван Яковлевичăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пире пурăнма, ырă тума, пур халăхĕ та хисеплеме вĕрентеççĕ.