Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Cеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ачасен те, çитĕннисен те юратнă çыравçи Н.П.Ишентей Патăрьел шкулĕнче хăнара пулчĕ.
Уявра çыравçăн сăввисене ачасем каласа пачĕç, юрăсем юрларĕç, ташларĕç. Патăрьел культура çурчĕ çумĕнчи 'Туслăх' фольклор ушкăнĕ вара ун сăввисемпе çырнă юрăсем шăрантарчĕ."Этем хакне ĕçне кура виçеcçĕ" ятлă сăвăри йĕркесене вуласа Николай Петровичăн ĕçĕсене "5" паллă лартса хакларăмăр.
"Эп ĕçлени сая каймасса шансах тăратăп",- терĕ çыравçă ачасемпе уйрăлнă май.