Тӑван чӗлхе пуриншӗн те паха

                                Тӑван чӗлхе пуриншӗн те паха

      Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Чӑваш чӗлхи чӑвашсемшӗн-тӑван чӗлхе. Вӑл  атте-анне, асатте-асанне, тӑван халӑх чӗлхи. Ӑна юратса, тӑрӑшса вӗренччӗр тесе, янӑравлӑрах, ҫунатлӑрах пултӑр тӑван чӗлхе тесе вӑй хураҫҫӗ шкулсенче вӗрентекенсем.  Патӑрьел вӑтам шкулӗнче чӑвашсемпе пӗрле таджик ачисем те вӗренеҫҫӗ.  Вӗсемшӗн тӑван чӗлхе- таджик чӗлхи, анчах ик чӗлхеллӗ ачасене хутшӑнма пулӑшаканни- мӑнаҫлӑ та пуян вырӑс чӗлхи.  Шкулта вӗренекенсен шучӗ пӗтӗмпе 48 ача, вӗсенчен ҫиччӗшӗ- таджик ачисем, маларах вӗренсе тухса кайнисем те, кӑҫалхи вӗренӱ ҫулне пуҫлакансем те пур. Мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ха ик чӗлхепе калаҫакан ачасем кулленхи шкул пурнӑҫӗнче? Тата ҫак ҫемьесенче мӗнле йӑла-йӗркесем сыхланса юлнӑ, пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ-ха? Ҫак ыйтусем ҫине хурав тупас тесе чӑваш литератури урокӗсенче паллашнӑ хайлавсене тишкернӗ чухне ачасене ытларах хӑйсен кулленхи пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫтарма тӑрӑшатӑп. Вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшаҫҫӗ. 7- мӗш класра 16 ача вӗренет, 4 ачи- таджик: Оятуло, Фотима, Сайёра, Абубакр. Пуҫламӑш класранах чӑваш чӗлхине вӗренеҫҫӗ. «Эсир 5 чӗлхе вӗренетӗр, сирӗн пек телейли ҫук, хӑш чӗлхине ытларах юрататӑр»,- терӗм пӗррехинче тӑхтав вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ калаҫура таджик ачисене. Хуравӗ паллӑ- хамӑр тӑван чӗлхене тесе каларӗҫ ачасем. Уроксенче вуланӑ чух чӑвашла яка вулаҫҫӗ, пур сӑмаха ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, анчах хушнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ, ӑнланманнине ыйтаҫҫӗ, чӑвашла юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, класс тулашӗнчи ӗҫсене те хутшӑнаҫҫӗ, спортпа та питӗ туслӑ. Пӗрле йышпа ӗҫ тума та аван-ҫке. Кирек мӗнле ӗҫре те таджик ачисенчен вӗсен ҫемйисенче, чӗлхинче, йӑли-йӗркинче мӗнле ырӑ енсем пуррине ыйтса пӗлетпӗр, танлаштаратпӑр. Интернет пурри те самай ҫӑмӑллӑх кӱрет ӗҫре, ачасем таджик юрри-кӗввине, ташшине курса итлеме пултараҫҫӗ. Ик халӑхӑн культурине танлаштарса ӗҫлени пысӑк усӑ парать, ачасене туслашма пулӑшать, йывӑрлӑхсене те пӗрле ҫӗнтерме аван.  Апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси ҫинчен хаваспах тавлашаҫҫӗ ик чӗлхеллӗ ачасем: кам мӗн пӗҫерме  пӗлнине, мӗнле пӗҫермеллине сӱтсе яваҫҫӗ.

     Йӑли-йӗркипе  те улшӑнса тӑраҫҫӗ  ҫемьесем. Таджик ҫемйисем хӑйсен йӑхран йӑха куҫса пыракан йӑлисене ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ: кӗлӗ вуласси ир-каҫ пулакан ӗҫ, тип тытасси те хӑй вӑхӑчӗпе пулса пырать, ачасем те ҫемьери йӗркесене кунран кун ҫирӗп пӑхӑнса пурнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсене яланах итлеҫҫӗ. Тӑван чӗлхепе калаҫасси те пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе ларнӑ йӑла, ачасем  уйрӑмах тӑхтав вӑхӑтӗнче е уроксем хыҫҫӑн  пӗр-пӗринпе, ашшӗ-амӑшӗпе те яланах хӑйсен чӗлхипе шӑкӑл-шӑкӑл пуплеҫҫӗ. Кил-ҫуртра та ӗҫ нумай ачасен, аслисене те яланах хаваспах пулӑшаҫҫӗ вӗсем. 

         Чӑваш ачисене  те наци мӑнаҫлӑхне туйса, чӑваш ҫӗрне тата халӑхӑмӑра юратса, унӑн йӑли-йӗркине аталантарса, юрри-ташшине, сӑвви-кӗввине кӑмӑлласа, ашшӗ-амӑшне, хӑй йӑх-несӗлне сума суса  пурӑнма мӗн пӗчӗкренех вӗрентсе пыратпӑр аслӑ ӑрури ҫынсем. Халӑхӑн ырӑ пуласлӑхӗшӗн ӗмӗтленччӗр ачасем:   е вӑл чӑваш ачи, е таджик ачи, е ытти нациллӗ ача.  Пур халӑхӑн та туслӑ пурӑнмалла.  Ҫак ӗҫсене кирлӗ пек  пӗлсе туса пыма тӑван чӗлхене хисеплени тӗрӗс ҫулпа утма хавхалантарать. Ачасене тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшасси- аслӑ ҫынсен ӗҫӗ, пирӗн ӗҫ. Ҫамрӑксем  амӑш чӗлхипе калаҫса ӱсеҫҫӗ, аталанаҫҫӗ, малалла талпӑнаҫҫӗ. Анне чӗлхи Ҫӗр ҫинчен ан ҫухалтӑр! Тӑван чӗлхепе ирӗклӗ  калаҫма пултарни- пысӑк телей. Тӑван чӗлхе мӗн тери паха пулнине чунпа туйса пурӑнмалла, аслисен те, ӱсекен ҫамрӑк ӑрӑвӑн та.                                                                

 

                                                                                                           Регина Семёнова,                   чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ